Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.
Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.
Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.
Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.
Канаш районӗнчи Шӑхасанта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна хӗрсене ӳте сутса пурӑнма явӑҫтарнишӗн хӑй вӑхӑтӗнче судпа пӗрре айӑпланнӑ пулнӑ-ха. Анчах кун пек мул тума пурри ӑна пӗрех илӗртнӗ курӑнать. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса вӑл каллех хӑйӗн «ӗҫне» пуҫарса ярать. Ҫапла вара пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗччен 17–25 ҫулсенчи 13 хӗре явӑҫтарать. Вӗсем Канаш тата Йӗпреҫ район пикисем пулнӑ иккен.
Арҫынсемпе тӗл пулма арҫын икӗ хваттер: пӗрне — Канашра, теприне — Шӑхасанта — тытса тӑрать. Кирлӗ пулсан хӗрарӑмӗсем чӗннӗ ҫӗре те ҫӳренӗ: хваттерсене, саунӑсене. Арҫына ҫапла майпа пӗр сехет киленӗҫ кӳме 1 пин тенкӗрен пуҫласа 1,5 пин тенкӗ таран илнӗ. Тупрана вӗсем хӑйсене «ӗҫпе» тивӗҫтерекен арҫынпа ҫурмалла пайланӑ. Арҫына халӗ суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Йышӑну хальлӗхе сакккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлмен ҫын та ҫук пуль. Вӗсем тарпа, юнпа паянхи мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерсе паянхи самана таранах пурӑнса ҫитнӗ ветерансем темиҫӗ хутлӑ герой ятне те илме тивӗҫ.
Утӑн 23-мӗшӗнче Канаш районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева, Канаш хулин тата Канаш районӗн халӑхӑн социаллӑ хӳтелев пайӗн пуҫлӑхӗ Надежда Маркелова Катек ялӗнче пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Евдоким Егорович Егорова 95 ҫулхи юбилейпа ӑшшӑн саламланӑ. Ҫирӗп сывлӑх, нумай ҫул пурӑнма суннӑ, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Владимир Путинӑн ҫыру саламне вуласа панӑ, алла тытарнӑ, чечек тата асӑнмлӑх парнепе чысланӑ. Ҫак кунхине юбиляра ҫывӑх тӑванӗсем, ял ҫыннисем те ӑшӑ салам сӑмахӗсем каланӑ.
Е.Е.Егоров Катек ялӗнчех 1918 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ, кунтах ӳснӗ. 1938 ҫулта ӑна чукун ҫул ҫарне хӗсмете илнӗ. Юбиляр каласа панӑ тӑрӑх, вӑл «чукун ҫулӗнчен фронта ҫул тытнӑ», чукун ҫул ҫарӗ шутӗнче ҫапӑҫнӑ, Днепр, Кременчуг урлӑ кӗперсем, 95 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ чукун ҫула тунӑ.
«Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ, паттӑр пулса ӳсеҫҫӗ», — ҫапла каларӑш ҫӳреччӗ мар-ши халӑхра? Утӑн 11-мӗшӗнче хӑйӗн патне Женя ятлӑ арҫын ача чупса килсессӗн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри вӑтам шкулӑн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Николай Константинов паттӑрлӑх ҫинчен мар шутланӑ. Пӑлханнӑ саспа шӑпӑрлан Кольӑна Чулкӑмака ялӗнче пурӑнакан 12 ҫулхи Веня Васильев шыв-шурта путма тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Путакан иккен аслисенчен ирӗк ыйтмасӑрах тата тепӗр шӑпӑрланпа (Алеша ятлӑ) сулӑпа кӳлле ишме кайнӑ. Инкек сиксе тухнӑ вӑхӑтра шыв-шур таврашӗнче пӗр ҫын та курӑнман. Сулӑ шыв-шурта ҫаврӑнса ӳкне те вара икӗ арҫын ача та шыв ытамне лекнӗ: пӗр ачи ишме пӗлнӗ, Веня вара ҫук. Пулӑшу ҫинчен кӑшкӑрнине илтсенех Николай Константинов хӑйӗн кил-ҫурчӗпе урам урлӑ вырнаҫнӑ пӗве хӗрне вӗҫтернӗ. Шыва вал пӗр иккеленмесӗр сикнӗ, тӑнне ҫухатнӑ ачана тупса ҫыран хӗрне кӑларнӑ.
Турра шӗкер, инкек тухнӑ кун яла хунямӑшӗ патне хӑнана «Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канаш районӗн тӗп пульницин» васкавлӑ пулӑшу пайӗнче фельдшер пулса ӗҫлекен Владимиром Степанов килнӗ пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе Канаш районӗнчи Кӗлтеҫулӗ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ.
Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ.
Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать.
Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче.
«Эпӗ нимрен те тӗлӗнместӗп», — теҫҫӗ вара хӑш чух теприсем. Чӑн та, нимрен те тӗлӗнмелле мар-тӑр ҫав. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсенчен пӗри.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 35 ҫулхи хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер хӑйне пӗрле пурӑнакан арҫын мӑшкӑллани, ҫав вӑхӑтра лешӗ пуртӑпа хӑмсарни пирки пӗлтернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, суйса евитлеме юраманни, суйсан пуҫиле майпах явап тыттарасси пирки хӗрарӑма тӗпчевҫӗсем асӑрхаттарнӑ. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, лешӗ хӑйӗннех пенӗ.
Унтан… тӗпчев пуҫланнӑ. Анчах никам та никама та ирӗксӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем патне заявленипе пырас умӗнхи кун иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтра арҫынӗ хӗрарӑма айккинелле чупатӑн тесе ӳпкеленӗ-мӗн. Ҫакӑн пек каланине хӗрарӑм ытла та йывӑра илнӗ курӑнать ҫав — тавӑрас тесе (кӑна хӗрарӑм каярах хӑех йышӑннӑ) йӗрке хуралҫисем патне ҫул тытнӑ.
Арҫынна кирпӗч ӑсатма шут тытнӑ хӗрарӑма халӗ хӑйне пӗр ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Патшалӑх регистрацийӗ, кадастрӗ тата картографийӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «дача амнистийӗпе» усӑ куракансен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. «Амнисти» тени дача ҫурчӗсене, ҫӗр участокӗсене, уйрӑм ҫурт-йӗре тата гаражсене ҫӑмӑллатнӑ майпа шута илме май панине пӗлтерет. 2009 ҫулта ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑ пулнӑ иккен-ха — ун чух 38 пин обьекта регистрациленӗ. Пӗлтӗр вара — 18 пин, кӑҫал — 6 пин ытларах кӑна.
Куҫман пурлӑха ҫӑмӑллатнӑ меслетпе Канаш (кӑҫал кӑна унта 736 объекта шута илтерттернӗ), Куславкка (625), Сӗнтӗрвӑрри (549), Вӑрнар (480), Тӑвай (385) районӗсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутайсем, Шупашкар, Пӑрачкав тата Муркаш районӗсенче аплах мар иккен. «Дача амнистийӗпе» ҫыхӑннӑ ыйтусене маларах асӑннӑ управленин районсенчи пайӗсенче тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Темиҫе ҫул каялла салтака кайман яшсене арҫын вырӑнне те хуман. Хӗрсем те ун пек «юрӑхсӑр» каччӑсемпе калаҫсах кайман. Сывлӑх енчен хавшаннӑ пулин те яшсем салтака каясшӑн ҫуннӑ. Хальхи саманара вара ку ыйту тавра лару-тӑрӑ самай синкерлӗ.
Сӑмахран, Канаш районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан яш-кӗрем ҫар хӗсметне хытах каясшӑн мар пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл 2009–2012 ҫулсем хушшинче хӑйӗн патне военкомат ярса панӑ ятарлӑ чӗнӳ хучӗсене шута илмен, комитета пилӗк хутччен кайман, кайманнин сӑлтавӗ те ун пулман.
Йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫа пула Канаш районӗн суд ларӑвӗнче хайхи каччӑна салтака каймалли яваплӑхран тарса ҫӳренӗшӗн 50 пин штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шел пулин чӑннипех те каччӑсем хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗпе салтака каяс текенсен шучӗ иртнӗ ҫулсенчен самай пӗчӗк. Ку лару-тӑрӑ мӗнле сӑлтавпа ҫыхӑнни — чӑннипех те кӑсӑклӑ. Ҫар хӗсметне тухмалли вӑхӑт тахҫанхи пек 2 ҫул та мар — ҫулталӑк ҫеҫ, ҫапах яш-кӗрем тӗрлӗ мелсемпе усӑ курса салтака каяссинчен хӑтӑлма хӗмленеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать.
Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |